
Ӗнер Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Коминтерн» хуҫалӑхра 500 пуҫ вырнаҫмалли пӑру вити уҫӑлнӑ. Тӗрӗссипе, унта строительство ӗҫӗсем тахҫантанпах пыраҫҫӗ. 5 ҫул каялла 600 ӗне валли вите хута янӑ, 2 ҫул каялла ӗне сумалли блока хута янӑ.
Хуҫалӑх ертӳҫи Альбина Новикова палӑртнӑ тӑрӑх, инвестицие 310 миллион тенкӗ хывнӑ. Патшалӑх енчен те пулӑшу пулнӑ: федераци хыснинчен - 8 млн, республика хыснинчен 30 млн тенкӗ уйӑрнӑ.
Халӗ фермӑра 1 ӗнерен ҫулталӑкне вӑтамран 7 пин килограмм сӗт суса илеҫҫӗ. Кӑҫал 6 пин ытла тонна сӗт суса илме палӑртнӑ.

Чӑваш Енри ял хуҫалӑх организацийӗсенче, пысӑк фермер хуҫалӑхӗсенче кӑҫал 1,005 млн тонна тыр-пул, пӑрҫа йышши культура пухса кӗртнӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкалли 1992 ҫултанпа пулман.
Ҫав ҫулпа танлаштарсан, кӑҫал 1 пин тонна ытларах туса илнӗ. Хальлӗхе йӑлтах пухса кӗртмен-ха, уй-хирте 0,7 процент юлнӑ.
Малта пыракан районсен йышӗнче – Елчӗк, Канаш, Улатӑр, Ҫӗрпӳ районӗсем. Япӑхрах ӗҫлекенсем вара – Ҫӗмӗрле районӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗ.

Кӑҫал кӗркунне ҫанталӑк уяр тӑманран республикӑри хуҫалӑхсем пахча ҫимӗҫе пухса кӗртеймен-ха. Ҫӗр улмине те кӑларса пӗтереймен.
Хуҫалӑхсене студентсем те пулӑшаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче ӑс пухакан ҫамрӑксем Муркаш районне пулӑшма кайнӑ. Студентсен отрядӗнче пӗтӗмпе 80 ытла яш-хӗр.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗрулми, кишӗр, купӑста, хӗрлӗ кӑшман, ытти ҫимӗҫ ӑнса пулнӑ. Анчах вӗсене йӑлтах пухса кӗртеймен-ха. Тепӗр 378 гектар пахча ҫимӗҫ, 1500 гектар ҫӗрулми кӑлармалла.

Кӑҫал республикӑра 962 гектар ҫинче пахча ҫимӗҫ лартнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 9,9 процент ытларах.
Ҫанталӑк уяр тӑмасть пулсан та хуҫалӑхсенче пахча ҫимӗҫе пухса кӗртес ӗҫ пырать.
Ытларах купӑста, хӗрлӗ кӑшман, кишӗр лартнӑ. Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне пахча ҫимӗҫе 584 гектар ҫинчен пухса кӗртнӗ. Тепӗр 378 гектар ҫинче юлнӑ. Пахча ҫимӗҫе ытларах Муркаш, Куславкка, Етӗрне районӗсенче лартнӑ.

Чӑваш Енри аграрисем тӗрлӗ культура туса илеҫҫӗ. Шӑмӑршӑ районӗнче хӗвелҫаврӑнӑш ӳстереҫҫӗ. Асӑннӑ культура 1810 гектар йышӑнать.
Паян З.З. Алямов хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче хӗвелҫаврӑнӑш вырма тытӑннӑ. Унччен ку культурӑна ятарласа типӗтнӗ (ял хуҫалӑхӗнче ун пек технологипе те усӑ кураҫҫӗ).
Алямов фермер хӗвелҫаврӑнӑша 200 гектар ҫинче акса ӳстернӗ, хальлӗхе 30 гектар ҫинчен ҫапса тӗшӗлесе илнӗ. Хирте икӗ комбайн ӗҫлет.

Нумаях пулмасть Чӑваш Ен делегацийӗ Мускавра пулнӑ. Унти ВДНХра «Ылтӑн кӗркунне» ял хуҫалӑх куравӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмра хыпарланӑ тӑрӑх, Мускава пирӗн тӑрӑхисем 200 кг шӑрттан тата 300 кг сыр илсе кайнӑ. Апат-ҫимӗҫпе вӗсем «Ылтӑн кӗркунне» гастрономи фестивальне хутшӑннӑ.
Куравран пирӗннисем 51 медальпе, ҫав шутран 41-шӗ ылтӑн, таврӑннӑ.
Кунсӑр пуҫне аммиак, карбамид тата азот удобренийӗ туса кӑларакан «Уралхим» предприятипе тата ытти хӑш-пӗр организаципе килӗштерсе ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ.

Ӗнер Патӑрьел ҫывӑхӗнче 25 тонна утӑ ҫунса кайнӑ.
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарпа кӗрешекенсене инкек пирки 17 сехет те 39 минутра пӗлтернӗ. Утӑ тӗркисем хыпса илнине куракансем пулнӑ, вӗсемех ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ.
Пушар вырӑнне пырса ҫитнӗ специалистсем 150 тӗркене ҫӑлса хӑварнӑ. Пӗтӗмпе 25 тонна утӑ ҫунса кайнӑ. Пушар сӑлтавӗ ятарласа чӗртсе янипе ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Чӑваш Енре туса илекен апат-ҫимӗҫ чикӗ леш енне ӑсанать.
«АПК продукцийӗн экспорчӗ» регион проекчӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республики пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен кайӑк-кӗшӗк какайне виҫӗ хут, ҫӑмарта 65 хут, ҫу культурисене 1,7 хут ытларах ӑсатнӑ. Кунсӑр пуҫне кондитер тата ҫӑкӑр-булка изделийӗсем, шӑккалат, тип ҫу, чей, качака сӗчӗ экспорта каять» — ҫакӑн пек цифрӑсем илсе кӑтартнӑ республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн агропромышленность комплексӗнче тӑрӑшакансене професси уявӗпе саламланинче.
Регион ертӳҫи ял хуҫалӑхӗнче тата агропромышленность продукцине тирпейлекен отрасльте тӑрӑшакансене «ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тата тӑван ҫӗре юратнӑшӑн» тав тунӑ.

Чӑваш Енре кӗркунне «Кӗр парнисем» ял хуҫалӑх ярмӑрккине ирттересси йӑлана кӗнӗ. Вӑл ҫынсене кирлӗ пулни курӑнать: халӑх пахча ҫимӗҫе йӳнӗрех хакпа туянать.
Пӗлтӗр тӑватӑ эрнере 107 тонна ытла пахча ҫимӗҫ сутнӑ. Кӑҫал вара ҫак тапхӑртах ҫынсем 165 тонна пахча ҫимӗҫ туяннӑ.
Аса илтерер: ярмӑрккӑсем Шупашкарти «Николаевски», «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗсенче, «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче, фермерсен суту-илӳ вырӑнӗсенче ӗҫлеҫҫӗ. Унта шӑматкун тата вырсарникун 9-15 сехетсенче ҫитме пулать. Васкӑр! Ярмӑрккӑ юпан 9–10-мӗшӗсенче ҫеҫ ӗҫлӗ.

Мускавра иртекен «Ылтӑн курав» гастрофестивале чӑвашсем те хутшӑнӗҫ. Пӗтӗмпе курава ҫӗршывӑн 58 регионӗнчи 300 ытла производитель пуҫтарӑнӗ. Гастрофестиваль ВДНХра юпа уйӑхӗн 5-9-мӗшӗсенче иртӗ.
Чӑваш Енрен унта Ольга Кошелева сыр ӑсти те хутшӑнӗ. Пӗр-ик уйӑх каялла вӑл «Раҫҫейри чи лайӑх сыр – 2022» конкурса ҫӗнтернӗ.
Регионӑн сентри ҫинче качака тата ӗне сӗтӗнчен ӑсталанӑ 20 тӗрлӗ ытла сыр вырӑн тупӗ. Унсӑр пуҫне — Етӗрнери аш-какай комбиначӗн шӑрттанӗ; «Сырьёзная компания» ҫемье производствинче туса кӑларакан улма-ҫырла чипсӗ тата ытти пылак апат-ҫимӗҫ.
